Хыпар» издательство çурчĕн çамрăк корреспонденчĕсем слета пухăнчĕç

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта чăвашла çыракан çамрăк корреспондентсен слечĕ иртрĕ. Мероприятие пултаруллă яш-кĕрĕме хавхалантарас тĕллевпе «Хыпар» издательство çурчĕ йеркелерĕ.

Чăваш патшалăх пукане театрĕнче 100 ытла шкул ачи пухăнчĕ. Çамрăксене Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ саламларĕ. «Сăмахпа ĕçлесси питĕ яваплă та пĕлтерĕшлĕ ĕç. Ахальтен мар ватăсем «Сăмах ылтăнпа пĕр» тенĕ. Эсир чăваш чĕлхипе хайлавсем çыратăр, журналист профессине туптатăр. Ҫавăнпа чăваш чĕлхин пуласлăхĕ еплерех пуласси сирĕнтен те нумай килет. Эсир ку тĕлĕшпе халĕ те нумай ĕçлетĕр. Ӑнăçу сунатăп сире, хисеплӗ ĕçтешсем» - палăртса каларĕ Валентина Андреева.

Вăхăт тупса çакăн пек тулли йышпа пуçтарăннăшăн çамрăк журналистсене «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев тав турĕ:  «Пичет кăларăмӗсем хушшинче пирĕн яланах ача-пăча каларăмĕсем сумлă вырăнта пулнă. Паян издательство çурчĕ ачасем тата çамрăксем валли 4 кăларӑм кăларать: «Тантăш», «Çамрăксен хаçачĕ» хаçатсем, «Самант» тата «Тетте» журналсем. Çак кăларăмсене сыхласа хăваратпăр пулсассăн чăваш халăхĕн пуласлăхĕ те пур, чăваш пичечĕн те пуласлăхĕ пулатех. Мĕншĕн тесен эсир паян пĕчĕккисем валли çыратăр, каярахпа  - аслисем валли».  

Аслă Елчĕк шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Юлия Адюкова мĕн пĕчĕкренех хайлавсем тата сăвăсем çырать. Унӑн ĕçĕсем «Тантăш» тата «Елчĕк ен» хаçачĕсенче пичетленеççĕ. Ытларах Юля çут çанталăк тата шкулта пулса иртекен ĕç-хӗл пирки хайлама кăмăллать. «Ытти ачасем те пирĕн хыпарсем çинчен пĕлччĕр тесе çырма тытăнтăм. Хамăн хыпарсене пичетленине курсассăн питĕ савăнатăп. Ӳссен журналист пулма шутлатăп», - пĕлтерчĕ çамрăк корреспондент.

Издательство çурчĕ ача-пăча каларăмĕсемпе тачă çыхăну тытакан авторсене тав хучĕсем пачӗ. «Тантăш», «Çамрăксен хаçачĕ», «Самант» тата «Тетте» редакцийĕсен редакторĕсем яш-кӗрӗм валли мастер-классем ирттерчĕҫ.

Министерство информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Поиск по сайту
Архив сайта
< Мая 2014 >
П В С Ч П С В
      1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31  
Фотоархив
Обзор прессы
Наши объявления
Обратная связь